Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юмарт Геннадий Фёдорович

Юмарт Геннадий Фёдорович (чӑн хушамачӗ Трофимов), — сӑвӑҫӑ, тӑлмач, фольклор пухаканӗ, текстолог. 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Красноармейски районӗнче вырнаҫнӑ Кайри Карӑк ялӗнче ҫуралнӑ. 1985 ҫултанпа СССРӑн писательсен союзӗн членӗ. 1961 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. 1988 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне панӑ. 1988 ҫулта К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССРӑн патшалӑз премиӗн лауреачӗ пулнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литературӑн редакторӗ, НИИ ЯЛИЭ ӑслӑлӑх сотрудникӗ пулса ӗҫленӗ. 6 томран тӑракан чӑваш фольклор пуххин, тата темиҫе чӑваш илемлӗ литература кӑларӑмӗсен редакторӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Чӑвашла вырӑс, украина, венгр, болгар, латыш, польша, тутар тата ытти халӑх сӑвӑҫисен сӑввисене куҫарнӑ.

Кӗнекесем

  • «Тивӗҫ» (1969)
  • «Тӗрек» (1983)
  • «Ҫул курӑкӗ» (1993)
  • "Халӑх сӑмахлӑхӗ" (2003)
  • тата ыттисем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-24 14:05:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 15220 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем